Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. 1931 ҫулхи кӑрлачӑн 5 Чӑваш Енӗн Муркаш районӗнчи Вускасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2012 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1985).
Анатолий Ермолаевич хресчен ҫемьинче кун ҫути курнӑ. 1938 ҫулта пулас тӗпчевҫӗ Сӑпайкассинчи пуҫламӑш шкулта вӗренме пуҫланӑ. Унтан Калайкассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли, Ишлейри вӑтам шкулсенче ӑс пухнӑ. 1947 ҫулта шкултан вӗренсе тухса Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. Ӑна 1953 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.
Институтра вӗреннӗ чухнех Анатолий Горшков хаҫат-журнала статьясемпе тӗрленчӗксем ҫырма пуҫланӑ.
Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательстви редакторӗ (1953-1954; 1961-1964), Чӑваш республикин пичет управленийӗн пуҫлӑхӗ (1964—1968), Чӑваш ӑслӑлӑх тӗпчев институчӗн директор ҫумӗ (1968—1989), Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн доценчӗ (1990 ҫултанпа) пулнӑ.
Анатолий Горшков 1963 ҫулта Мускаври Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗнче «Роль русского языка в развитии и обогащении чувашской лексики» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. Унӑн тӗпчевӗсем чӑваш чӗлхин лексика, орфоэпи, фразеологи, стилистика, терминологи ыйтӑвӗсемпе, пуплев культурипе ҫыхӑннӑ. Асӑннӑ ыйтусене тӗпчесе вӑл ҫӗре яхӑн уйрӑм кӗнекепе статьясем пичетлесе кӑларнӑ.
Анатолий Горшков вырӑсла-чӑвашла, чӑвашла-вырӑсла, фразеологи, орфоэпи словарӗсене, чӗлхе ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ сборниксене хатӗрлес тата редакцилес енӗпе те ӗҫлет.